09:23 09 декабря 2016 г.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫӗршывӑн пӗтӗм право тытӑмӗн ҫирӗп никӗсӗ пулнӑ май Раҫҫей Конституци патшалӑх йӗркине ҫирӗплетес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать, этемӗн гражданла тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн тивӗҫтерет.
Конституцире палӑртса хӑварнӑ демократи никӗсӗсене тӗреклетсе пыни тата ҫӗршыв ертӳҫисен тӗплӗн шухӑшласа палӑртнӑ политики пирӗн юратнӑ Раҫҫее тӗнчери ҫӗршывсен пӗрлӗхӗнчи тата тӗнче политикинчи хӑйӗн вырӑнне палӑрмаллах ҫирӗплетме май пачӗҫ.
Раҫҫейри гражданла право обществин малашнехи аталанӑвӗ кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе сӑмахӗсемшӗн пысӑк яваплӑ пулнине ӑнланса илнинчен, ҫӗршывӑн стратегилле тӗллевӗсене пурнӑҫлама тата обществӑри кашни ҫыннах телейлӗ тума палӑртакан пархатарлӑ тӗллев ячӗпе граждансем пӗр-пӗрне ӑнланма тата ҫураҫуллӑ пулма тӑрӑшнинчен килет.
Республикӑри мӗнпур ҫынна пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе, тӑван ҫӗре чунтан юратса тата хамӑрӑн пӗрлехи ҫӗршывӑмӑрӑн ырлӑхӗшӗн кашниех тӳрӗ кӑмӑлпа пултаруллӑ ӗҫлесе кӑна обществӑна ӑнӑҫлӑ аталантарма, хамӑр ачасем валли лайӑх малашлӑх йӗркелеме пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Пӗтӗм чунтан тӑнӑҫлӑх, ырлӑх-сывлӑх, мӗн пур лайӑххине сунатӑп тата кашни килтех ҫураҫулӑх пултӑр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Днем Конституции Российской Федерации!
Являясь прочной основой всей правовой системы страны, Конституция России играет огромную роль в укреплении российской государственности, надежно обеспечивает гражданские и экономические свободы человека.
Укрепление демократических основ, заложенных в Конституции, и продуманная политика руководства страны позволили нашей любимой России значительно упрочить свое место в мировом сообществе и мировой политике.
От осознания высокой ответственности каждого гражданина за свои действия и заявления, стремления к взаимопониманию и согласию зависит дальнейшее развитие российского гражданско-правового общества.
Уверен, что только в единении всех наших сограждан, любви к родной земле, в честном созидательном труде каждого на благо общей отчизны – залог успешного движения общества к прогрессу, хорошей перспективы для наших детей.
От всей души желаю мира, благополучия, добра и гармонии в каждом доме!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев
Министерство юстиции и имущественных отношений Чувашской Республики