11:16 27 декабря 2016 г.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Пĕтĕм чĕререн сире Çĕнĕ 2017 çул тата Христос çуралнă çутă кунпа саламлатăп!
Иртнĕ çула эпир Чăваш Енре пурăнакан ĕçчен халăха мухтас тĕллевпе Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр.
Ĕç çыннисем кунсерен паттăрлăх кăтартнине тивĕçлипе хакласа, эпир пурнăçăн пахалăхĕ шайне ÿстерме май паракан, обществăпа политика лăпкăлăхне упракан тата çирĕплетекен тĕрлĕ программăсене пурнăçлас ĕçе малалла тăсрăмăр.
Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн инвистици тĕлĕшĕпе чи илĕртÿллĕ ултă субъекчĕн йышне кĕчĕ.
Республикăра ача сачĕсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, поликлиникăсем, сывлăха çирĕплетме пулăшакан физкультура комплексĕсем нумайланчĕç.
Нумай ачаллă çемьесен тата чылай çул пурăнакансен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ.
Паян вара пирĕншĕн çемьене тата халăхăмăрăн пĕрлĕхне мĕн авалтан пыракан ырă йăла-йĕркесен никĕсĕ çинче çирĕплетесси тĕп тĕллев пулса тăчĕ. Шăпах çакна пула, обществăлла организацисем сĕннине шута илсе, 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр.
Раççей Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă 2017-мĕш çул кашни çыншăнах çутçанталăка çеç мар, чун тасалăхне те упрас тĕлĕшпе аталану çулĕ пулса тăтăр.
Хаклă туссем!
Эпĕ шанатăп та ĕненетĕп: çĕнĕ çулта эпир сирĕнпе тăван Чăваш Енĕмĕрĕн экономикипе социаллă пурнăçне тата çине тăрса аталантарăпăр!
Эсир шанни, ĕмĕтленни пурнăçлантăр! Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр, унта чун ăшши хуçалантăр!
Çĕнĕ 2017 çулта эпĕ сире ăнăçупа тăнăçлăх тата телейпе ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники!
От всей души поздравляю вас с Новым 2017 годом и светлым праздником Рождества Христова!
Уходящий год был объявлен в Чувашии Годом человека труда во славу трудолюбивого народа республики. Отдавая должное ежедневному подвигу тружеников, мы продолжили реализацию социально-экономических программ, направленных на улучшение качества и повышение уровня жизни в регионе, сохранение и укрепление общественно-политической стабильности.
Чувашская Республика вошла в число шести наиболее инвестиционно привлекательных субъектов Российской Федерации.
В республике стало больше современных детских садов и школ, фельдшерско-акушерских пунктов, поликлиник, физкультурно-оздоровительных комплексов. Благодаря социально ориентированной политике выросло число долгожителей и многодетных семей.
Сегодня перед нами стоит задача дальнейшего укрепления института семьи и нравственных устоев общества на основе многовековых традиций народа Чувашии. Именно поэтому с учетом инициативы общественных организаций принято решение объявить 2017 год Годом Матери и Отца.
Уверен, что 2017 год, объявленный Президентом Российской Федерации Годом экологии, станет не только годом охраны окружающей среды, но и годом экологии души, годом личного духовного развития каждого человека!
Дорогие друзья!
Я уверен, что вместе с вами в новом году мы обеспечим дальнейшее устойчивое социально-экономическое развитие нашей родной республики! Мы создадим еще более благоприятные условия для самореализации молодежи!
Пусть сбываются все ваши надежды и желания! А ваш дом всегда будет наполнен детским смехом и душевным теплом!
Желаю вам в Новом 2017 году процветания, мира, тепла, добра, счастья вам и вашим семьям!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
Министерство юстиции и имущественных отношений Чувашской Республики